Наш адрес:
Чебоксары,
Красная площадь, 5/2
тел. (8352) 62-55-66 (касса)

Часы работы:
вторник, среда, пятница - воскресенье -
с 10.00 до 18.00 (касса работает до 17:30),
четверг - с 12.00 до 20.00 (касса - до 19.30),
выходной – понедельник.

Подробная информация

Найти

структурные подразделения:


___________


___________


___________


___________


___________


___________

ozenka

Чӑваш Ен ӑстисем республика карттине тӗрлӗç

Çӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Чӑваш наци музейӗ «Тӗрленӗ Чӑваш Ен» проекта хута ярать. Чӑваш тӗррин музейӗ йӗркелесе пынипе, республикӑри ӑстасемпе «Паха тӗрӗ» фирмин ӗçченӗсем Чӑваш Ен карттине тӗрлӗç. Ку ӗçе пурнӑçлама хавхалантарса пыраканӗ Чӑваш Республикин Халӑх артистки Августа Уляндина пулӗ.

Чӑваш АССР пӗрремӗш тӗрленӗ карттине 1937 ҫулта Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх куравӗ тӗлне ятарласа хатӗрленӗ. Унӑн виҫи: 2,7х2,5 метр. Карттӑна ҫулталӑк хушши "Паха тӗрӗ " Альгеш фабрикин 11 маçтӑрӗ Л.Г. Яковлева художник ертсе пынипе, картографипе масштаба пӑхӑнса тӗрленӗ.

84 ҫултан ҫӗнӗ проект Чӑваш Республикин чи лайӑх тӗрӗ ӑстисене каллех пӗрлештерӗ. Районти ӑстаҫӑсем Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне карттӑн пӗр пайне тӗрлӗҫ. Кашни пайӗ хӑйне евӗрлӗ пулӗ – йӑла-йӗркине тытса пырса, ҫак вырӑнта кӑна аталаннӑ ҫӗвӗсемпе эрешсене усӑ курса тӗрлӗç. Унтан «Паха тӗрӗ» фирма ӗçченӗсем пурне те пӗр çӗре пуçтарса, пӗр пир калӑплӗç. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, музейра хисеплӗ вырӑн йышӑнӗ вӑл.

Паянхи кун Чӑваш тӗррин музейӗ авалхи йӑла-йӗркесемпе меслетсене кӑна упрамасть, унсӑр пуçне, хӑй йӗри тавра чи лайӑх ӑстасене пухса, чӑваш тӗррине аталанма пулӑшать.

Положение о проведении республиканской акции «Вышитая Чувашия»

{social}

 

Минкультуры РоссииМинкультуры Чувашии Культура.РФ

banner 190x50